Ҫанталӑк шӑрӑх тӑнӑ май республикӑра шывра путса вилекенсем нумай. Муркаш районӗнчи Мӑн Токшик ялӗнче те инкек пулнӑ.
Утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче 35 ҫулти арҫын 35 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Ушкӑнра унӑн тусӗсем пулнӑ. Хайхискер 14 сехетре шыва кӗме шутланӑ. Вӑл урӑ пулманни паллӑ.
Ҫак арҫын пӗверен инҫех мар пурӑннӑ. Аса илтерер: Сӑрта 26-ри каччӑ путса вилнӗ. Вӑл Ҫӗмерлере пурӑннӑ. Унӑн виллине халӗ те тупайман-ха.
Паян Муркаш районӗнче ӳсӗр хӗрарӑм ҫуран утакан ҫынна машинӑпа ҫапса хӑварнӑ. Лешӗ вилнӗ. Ку 10 сехет ҫурӑра Йӳҫкасси ҫывӑхӗнче пулнӑ.
«Семерка» рулӗ умӗнче ларнӑ хӗрарӑм ача кӗтни паллӑ. Курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, авари вӑхӑтӗнче вӑл ӳсӗр курӑннӑ. Вӑл ҫул хӗррипе утакан 59 ҫулти арҫын ҫине пырса кӗнӗ. Арҫын йывӑр сурансене пула вилнӗ.
Хӗрарӑма авари вырӑнӗнче медосвидетельствовани тунӑ. Вӑл чӑнах та ӳсӗр пулни палӑрнӑ.
Муркаш районӗнчи Ярапайкасси ялӗнче ҫӗнӗ клуб хута ярӗҫ. Вӑл 150 вырӑнлӑх пулӗ. Ку ялта 300 яхӑн ҫын пурӑнать.
Культура ҫуртне кӗркунне уҫма палӑртнӑ. Ӑна хута ямашкӑн 33,2 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Клуб пӗр хутлӑ пулӗ. Унта фойе, ташӑ каҫӗ ирттермелли пӳлӗм, артистсен пӳлӗмӗ, кружоксем ирттермелли пӳлӗм, администратор пӳлӗмӗ вырнаҫӗҫ.
Килӗшӳ алӑ пуссанах подрядчик ӗҫе пуҫӑннӑ. Хальхи вӑхӑтра никӗсне янӑ, тытӑнса тӑракан конструкцие тӑваҫҫӗ. Ӗҫ графикпе килӗшӳллӗн пурнӑҫланса пырать
Ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Муркаш районӗнче арҫын путса вилнӗ. Кун пирки ҫӑлавпа шырав служби пӗлтерет.
Инкек Шупуҫ ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗвере пулнӑ. Арҫын виллине водолаз шыранӑ, шыв тӗпӗнчен туртса кӑларсан вилене тӑванӗсене панӑ.
Ҫанталӑк шӑрӑх тӑнӑ май республикӑра юлашки вӑхӑтра ҫынсем путнӑ тӗслӗх ҫине-ҫинех пулчӗ. Атӑлта 12 ҫулти хӗрача путнӑччӗ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви асӑрхануллӑрах пулма ыйтать.
Ҫӗртме уйӑхӗнче васкавлӑ медпулӑшу тухтӑрӗсем 100 ҫултан иртнӗ 10 пациента пулӑшнӑ. Вӗсенчен 9-шӗ – хӗрарӑмсем, пӗри – арҫын.
Пӗр ӗмӗр хыҫа хӑварнӑскерсене мӗн канӑҫсӑрлантарнӑ? Вӗсен юн пусӑмӗ ӳснӗ, ӳт температури хӑпарнӑ, сывлама йывӑрланнӑ.
100 ҫултан иртнисем Шупашкарта, Канашра, Етӗрнере, Патӑрьел, Йӗпреҫ, Муркаш районӗсенче пурӑнакансерсем. Чи асли – 107 ҫулта. Вӑл вӑй ҫуккине, пуҫ ҫаврӑннине туйнӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Чатукассинче халӑх художество пултарулӑхӗн республикӑри VII уҫӑ фестивалӗ пулса иртнӗ. «Ункӑ шевлисем» ят панӑ мероприятие асӑннӑ юханшыв ҫывӑхӗнчи территорисенче пурӑнакансем пухӑннӑ. Вӗсен йышӗнче Шупашкар, Муркаш, Красноармейски тата Ҫӗрпӳ районӗсем пуҫтарӑннӑ.
Фестиваль пуҫланас умӗ Красноармейски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Кузнецов, Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Николай Угаслов сӑмах каланӑ. Парламентари Филипп Лукин ячӗллӗ музея картина парнеленӗ.
Чӑваш Енри районсемпе хуласене Элтепер гранчӗпе хавхалантарӗҫ. 2020 ҫул кӑтартӑвӗпе ҫӗнтерӳҫӗ-муниципалитетсене палӑртнӑ.
Районсенчен Ҫӗрпӳ районӗ 1-мӗш вырӑна тухнӑ, ӑна 12 миллион тенкӗ уйӑрса парӗҫ; иккӗмӗшӗнче — Вӑрнар районӗ, вӑл 10,5 миллион тенке тивӗҫӗ; виҫҫӗмӗшӗнче — Муркаш районӗ, ӑна 9 миллион тенкӗ лекӗ; тӑваттӑмӑшӗнче — Красноармейски районӗ, ӑна 6,0 миллион тенкӗ пама пӑхса хӑварнӑ.
Хуласенчен пӗрремӗш вырӑна тухнӑ Ҫӗнӗ Шупашкара 12,5 миллион тенкӗ лекӗ.
Ҫӗнтерӳҫӗ-муниципалитетсене инвестици калӑпӑшне, ҫурт-йӗр условине лайӑхлатнӑ ҫемьесен йышне, пӗчӗк тата вӑтам бизнесра ӗҫлекенсен шутне т.ыт.те кура палӑртнӑ.
Грантпа социаллӑ ыйтусене татса панӑ чухне, инженери тата транспорт инфраструктурине лайӑхлатма усӑ курма ирӗк пур.
Муркаш районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан икӗ арҫынна хӗре пусмӑрланӑшӑн явап тыттарма пултараҫҫӗ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн ӗҫченӗсем 39 тата 40 ҫулсенчи икӗ арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ та ӗнтӗ.
Пӑтӑрмах ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Ҫав кун пӗр хӗр маларах эпир асӑннӑ арҫынсенчен пӗрне, 40 ҫулти вӑйпиттие, ӗҫлесе пулӑшнӑ. Кайран хайхи тата унпа пӗрле пулнӑ тепӗр арҫын хӗре хӗненӗ тата пусмӑрланӑ.
Ҫынна ушкӑнпа пусмӑрланӑ тесе арҫынсене хупса хунӑ. Тӗпчев малалла пырать.
Муркаш районӗнчи Кашмаш шкулне ҫӗртме уйӑхӗн вӗҫӗччен туса пӗтермелле. Анчах ӗҫ вӑхӑтпа килӗшӳллӗн пымасть. Кун пирки ЧР вӗренӳ министрӗ Алла Салаева пӗлтернӗ.
Шкулти ӗҫссене 45 процент ҫеҫ пурнӑҫланине каланӑ министр. Палӑртмалла: подрядчикпе 147,1 миллион тенкӗлӗх килӗшӳ алӑ пуснӑ, 49,2 миллион тенкипе усӑ курнӑ ӗнтӗ.
Шкул патне ҫул та тумалла. Кун тӗлӗшпе ҫу уйӑхӗн вӗҫӗнче 11,7 миллион тенкӗлӗх килӗшӳ тунӑ. Анчах ӗҫе ниепле те пуҫӑнма ҫук, мӗншӗн тесен строительсем стройматериалсене ҫул ҫине хурса тухнӑ.
Чӑваш Енре кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗччен республикӑра 4489 ача ҫуралнӑ. Вӗсенчен 2298-шӗ – арҫын ача, 2191-шӗ – хӗрача.
Чӑваш Енре ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 100 йӗкӗреш ҫут тӗнчене килнӗ. Пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, 8 мӑшӑр нумайрах.
Ытларах йӗкӗрешсем Шупашкарта ҫуралнӑ: 58 мӑшӑр. Ҫӗнӗ Шупашкарта 12 йӗкӗреш ҫуралнӑ. Канаш, Улатӑр хулисенче 6-шар йӗкӗреш, Муркаш тата Шупашкар районӗсенче 4-шар йӗкӗреш ҫут тӗнчене килнӗ. Патӑрьел, Вӑрмар, Шӑмӑршӑ, Етӗрне районӗсенче, Ҫӗмӗрлере 2-ше йӗкӗреш ҫуралнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, -10 - -12 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫӗпритун Шӑпчӑк, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Каховский Василий Филиппович, паллӑ археолог ҫуралнӑ. | ||
| Урдаш Валентин Андреевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Григорьев Фирс Григорьевич, паллӑ тухтӑр ҫуралнӑ. | ||
| Борис Борлен, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Григорьев Иван Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |